Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн 2021, 17:02

Пелепей хулинче çырава Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 101 çулхи ветеранĕ хутшăннă

Башстат пĕлтернĕ тăрăх, Пелепей хулинче Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне   Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 101 çулхи ветеранĕ хутшăннă.

Пелепей хулинче çырава Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 101 çулхи ветеранĕ хутшăннă
Пелепей хулинче çырава Тăван çĕршывăн аслă вăрçин 101 çулхи ветеранĕ хутшăннă

Якуп Юнусович Аюпов 1920 çулхи сентябрь уйăхĕн 1-мĕшĕнче  Пелепей районĕнчи Метевпуç ялĕнче çуралнă. 1940 çулта ăна  çар ретне чĕнсе илнĕ. Инçет Хĕвелтухăçĕнче сывлăшран  хÿтĕленекен çарта пулнă, милитаризмла Японин Квантун çарне хирĕç çапăçнă. Зенит расчечĕн командирĕ килне 1946 çулта таврăннă.

Якуп Юнусович 37 çула яхăн вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Вăл Пелепей хулинчи вăрман хуçалахĕн лесникĕ пулнă. Пелепей районне аталантарас ĕçре тÿпе хывнăшăн тата общество ĕçне хастар хутшăннăшăн «Пелепей хулин хисеплĕ гражджанинĕ» ят парса чыланă.

Çак кунсенче ветеран переписчикпа тĕл пулнă. Хăйĕн вăрăм пурнăçĕнче вăл тăхăр çырава хутшăннă.

Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: