Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн 2021, 15:45

Приютовăри «Физкультурăпа спорт центрне» пирвайхи хут субсидисем панă

 «Демографи» наци проекчĕн «Спорт – пурнăç норми» регион проекчĕ шайĕнче «Приютовăри физкультурăпа спорт центрĕ» муниципаллă автномлă учрежденине (МАУ ФСН «ЦФК и С») спорт хатĕрĕсем тата тумĕсем туянма Пушкăртстан Республикинчи Спорт министерстви пирвайхи хут 370 пин тенкĕлĕх субсидисем уйăрса панă.

Приютовăри «Физкультурăпа спорт центрне» пирвайхи хут субсидисем панă
Приютовăри «Физкультурăпа спорт центрне» пирвайхи хут субсидисем панă

«Физкультура тата спорт центрĕн» 10 воспитанникĕ Пушкăртстанăн хутăш командин йышне кĕнĕ:

 - дзюдо секцинчен: Алена Никишина, Дарина Никитина, Карина Фаизова, Даниил Никитин, Дарья Басманова, Влада Саратова, Милана Никитина, Полина Вострикова (тренерĕсем - С.А. Новгородов, Е.Н. Новгородова, В.С. Новгородова);

 - грекпа рим кĕрешĕвĕн секцинчен: Ваго Никоян, Даниил Тимофеев (тренерĕ – Идиятуллин В.Р.).

 - Ачасен çитĕнĕвĕсене тата тренерсен тухăçлă ĕçне шута илсе спорт хатĕрĕсемпе тумĕсем туянма çакăн йышши укçа-тенкĕ пулăшăвне çулсерен парасса шанатпăр, - тенĕ центр ертÿçи Алия Набиуллина.   

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Демография

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: