Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн 2021, 09:10

Район ертÿçи Сименкке ял хутлăхĕнчи социаллă ыйтусене тишкернĕ

Çак кунсенче Пелепей район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев ĕçлĕ çул çÿревпе Сименкке ял хутлăхĕнче пулнă. Район ертÿçи Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн «Пĕрремĕшле медицинăпа санитари пулăшăвне памалли системăна аталантарасси» регион проекчĕ шайĕнче хăпартнă çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктĕнче пулса курнă.

Район ертÿçи Сименкке ял хутлăхĕнчи социаллă ыйтусене тишкернĕ
Район ертÿçи Сименкке ял хутлăхĕнчи социаллă ыйтусене тишкернĕ

ФАП палăртса хунă йĕркепе лицензи илнĕ, хăйĕн тивĕçĕсене тулли пурнăçлать - паянхи кун пациентсене йышăнать. Çĕнĕ Сименкке ялĕнче пурăнакансем медицина пулăшăвне пĕр чăрмавсăр кирлĕ вăхăтра илме пултараççĕ. Унсăр пуçне кунта диспансеризацие хатĕрленме, эмелсем туянма, вакцинаци иртме пулать.

Çĕнĕ ФАП паянхи самана ыйтнине туллин тивĕçтерет: пациентсене пăхмалли тата йышăнмалли пÿлĕмсем, процедура кабинечĕ, стерилизаци ĕçĕсем ирттермелли кĕтес, эмел склачĕ пур. Тулли пурнăçпа пурăнайманнисем валли ятарлă пандус вырнаçтарнă.

Çавăн пекех Азат Сахабиев Кивĕ Сименкке ялĕнчи шыв уçлакан башньăна мĕнле юсанине те тĕрĕсленĕ. Юсав ĕçĕсем республикăри адреслă инвестици программипе килĕшÿллĕн пурнăçланаççĕ. Ял çыннисем шыв ыйтăвне, пысăк калăпăшлă резервуар кирлине, пĕрре мар хускатнă.

Паянхи кун тĕлне Туймазă хулинчи «Центрснаб» ООО специалисчĕсем, аукцион выляса илнисем, кивĕ оборудованине сÿтнĕ. Халĕ вĕсем фундамент тăваççĕ, шыв уçлакан башньăн конструкцине пухаççĕ. Подрядчик икĕ эрне хушшинче çĕнĕ башьăна вырнаçтарса лартма шантарать.

Унсăр пуçне Азат Альвертович ялти вулавăша та çитнĕ. Ял çыннисен культура пурнăçĕ библиотекăпа çыхăннă. Кунта мероприятисем иртеççĕ, интернет уçлăхне тухма пулать, анчах вăхăт иртнĕ май çурт самаях кивелнĕ.

Нумаях пулмасть район пуçлăхĕ шкулăн спорт залне «Чемпион» физкультурăпа спорт комплексне парасси пирки калакан хушăва алă пуснă. Асăннă çурт çĕнĕ те хăтлă, унта ăшăтмалли хатĕр шанчăклă. Тĕлпулу вăхăтĕнче администраци пуçлăхĕ библиотекăна çакăнта куçарма сĕннĕ. Вăл кунта кĕнекесемпе вулав залĕ валли çителĕклĕ вырăн пулнине палăртнă. Çавăн пекех спорт занятийĕсене ирттерме тренер çирĕплетесси çинчен те пĕлтернĕ. Çакăн валли спорт залĕ, спорт инвентарĕсем тата тренажерсем пур. Каланисем пурнăçа кĕрсен кунта паянхи самана ыйтнине тивĕçтерекен культурăпа сывлăха лайăхлатакан центр пулмалла. Вăл тĕрлĕ ÿсĕмри ял çыннисен интересĕсене тивĕçтерĕ.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение

Район ертÿçи Сименкке ял хутлăхĕнчи социаллă ыйтусене тишкернĕ
Район ертÿçи Сименкке ял хутлăхĕнчи социаллă ыйтусене тишкернĕ
Район ертÿçи Сименкке ял хутлăхĕнчи социаллă ыйтусене тишкернĕ
Район ертÿçи Сименкке ял хутлăхĕнчи социаллă ыйтусене тишкернĕ
Район ертÿçи Сименкке ял хутлăхĕнчи социаллă ыйтусене тишкернĕ
Район ертÿçи Сименкке ял хутлăхĕнчи социаллă ыйтусене тишкернĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: