Урал сасси
+29 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
22 Октябрӗн 2021, 15:45

Тамара Тансыккужина – ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕн çумĕ

ПР Патшалăх Пухăвĕн - Курултайĕн ларăвĕнче сасăлав иртнĕ, унта парламент председателĕн çумĕн должноçне йышăнакан кандидатшăн сасăланă. Сасăсен ытларах пайĕ Вĕрентÿ, культура, çамрăксен политики тата спорт комитечĕн членĕшĕн Тамара Тансыккужинашăн пулнă.

Тамара Тансыккужина – ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕн çумĕ
Тамара Тансыккужина – ПР Патшалăх Пухăвĕн председателĕн çумĕ

Унччен маларах унăн кандидатурине «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти ырласа йышăннă. Çавăн пекех вице-спикер постне КПРФпа ЛДПР партисем сĕннĕ Лия Хафизовапа Дмитрий Иванов йышăнма ĕмĕтленнĕ.

 - Тамара Тансыккужина республика парламентне сентябрь уйăхĕнче суйлав иртнĕ хыççăн килчĕ, вăл çавăнтах ĕçе пуçаруллă хутшăнчĕ, - тенĕ Патшалăх Пухăвĕн председателĕ Константин Толкачев. – Республикăра пурăнакансем Тамара Михайловнана спортра çитĕнÿсем тунипе тата ПР Обществăлла палатăн виçĕ йышĕнче пуçаруллă ĕçленипе, интереслĕ социаллă проектсем пурнăçа кĕртнипе пĕлеççĕ. Тамара Тансыккужина çирĕп дисциплинăллă, хăй шутланине  пурнăçа кĕртме çине тăнипе, пăлхануллă лару-тăрура çухалса кайманнипе тата ырă кăмăлă пулнипе уйрăлса тăрать. Çак енсем тата профессионализм ăна çĕнĕ ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшĕç.

Тамара Тансыккужина депутатсене хăйне шаннăшăн тав тунă.

Унччен маларах парламентăн вице-спикерĕ пулнă Эльвира Аиткулована РФ Патшалăх Думин депутатне суйланă. Хальхи вăхатра вăл республика интересĕсене федераллă парламентăн аялти палатинче хÿтĕлет.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: