Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Октябрӗн 2021, 11:55

2 млн ытла йывăç хунавĕ лартнă

Кăçал Пушкăртстанри хуласемпе районсенче 2 млн ытла йывăç хунавĕ лартнă тесе пĕлтернĕ республика пуçлăхĕ Радий Хабиров.

2 млн ытла йывăç хунавĕ лартнă
2 млн ытла йывăç хунавĕ лартнă

Регион ертÿçи палăртнă тăрăх, ытларах вăрмансене çĕнетнĕ, çавăн пекех хуласемпе районсенчи аллейăсемпе скверсене те манман.

 - Пĕтĕмĕшле йывăç хунавĕсене 550 гектар çинче лартнă. Пирĕн акцисене 80 пин çын хутшăнчĕ. Çынсем вăхăт тупса çемйисемпе, ачисемпе тухрĕç. Эпĕ пурне те тав тăватăп. Пĕрле эпир хамăр республикăна тата та илемлĕрех тăвăпăр, - тесе çырнă Радий Хабиров социаллă сетьри хăйĕн страницисенче.

#Башкортостан#Уралсассм#нацпроекты#Экология

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: