0 °С
Пӗлӗтлӗ


ПР прокуратурин пресс-службин кăтартăвĕсем тăрăх, арçыннăн çул çитмен икĕ ачине алимент тÿлемелле пулнă. Суд приставĕсем укçа тÿлемелли пирки ăна пĕрре мар асăрхаттарнă, административлă явап тыттарнă. Çапах та вăл тÿлемен, парăм 1,1 млн тенке çитнĕ.
Арçын хăйĕн айăпне йышăннă. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн вăл 5 уйăх ĕçлесе юсанмалла, унăн ĕç укçинчен 5% патшалăх тупăшне кайĕ. Асăннă приговор хальлĕхе вăя кĕмен.