Пур хыпар та
Новости
25 Октябрӗн 2021, 17:35

Аслӑ Пуху туса ирттернӗ ӗҫсене тишкерчӗ, малашлӑха палӑртрӗ

Октябрь уйăхĕн 23-мӗшӗнче Шупашкарта чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш наци конгресӗн 11-мӗш Аслӑ Пухӑвӗ иртрӗ.

Аслӑ Пуху туса ирттернӗ ӗҫсене тишкерчӗ, малашлӑха палӑртрӗ
Аслӑ Пуху туса ирттернӗ ӗҫсене тишкерчӗ, малашлӑха палӑртрӗ

Унӑн ӗҫне Чăваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, регионсенчен килнӗ йӑхташӑмӑрсем, чӑвашлӑха аталантарассишӗн тӑрӑшакан хастарсем хутшӑнчӗҫ. Кун йӗркинче конгресӑн юлашки вӑхӑтри ӗҫ-хӗлне тишкерсе хак парасси, малашлӑх тӗллевӗсене палӑртасси пулчĕ.

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 29 ҫул хушшинче ЧНК чӑваш халӑхне пӗрлештерес, чӑваш чӗлхи, юрри-кĕвви регионсенче те хӑватлӑ янӑратӑр тесе нумай ӗҫ тунине палӑртрӗ. Малашне те чӑваш халӑхӗн маттур ывӑл-хӗрӗ харсӑр та хастар, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ырӑ ӗҫсем тӑвассине шаннине пӗлтерчӗ. Чӑвашлӑхшӑн чунне парса тӑрӑшакан чи хастаррисене тӗрлӗ наградӑсемпе чысларӗ.ЧНК президенчӗ Николай Угаслов конгресӑн 2017-2021 ҫулсенчи ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Докладра вӑл ҫивӗч ыйтусене хускатрӗ. Сӑмахран, шкулсенче чӑваш чӗлхи сехечӗсен шучӗ чакни, чӑвашла вӗрентӳ пособийӗсем ҫителӗксӗрри, ашшӗ-амӑшӗ ачисене тӑван чӗлхепе калаҫтарманни пирки пӑшӑрханса каларӗ.Ытти регионсенчен килсе ҫитнӗ делегатсем те съезд трибуни умне тухса хӑйсен шухӑшӗсене палӑртрӗҫ. Питӗртен килнӗ Валериан Гаврилов, Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева, Екатеринбургри Ольга Ергунова тата ыттисем те чӑвашлӑха аталантарас тӗлӗшӗпе еплерех ӗҫленине каласа пачӗҫ, конгресс ӗҫне хак пачӗҫ.Ҫавӑн пекех Чӑваш патшалӑх вӗренӳ институчӗн ертӳҫи Юрий Исаев та чӑваш чӗлхине вӗрентессипе республикӑра мӗнле ӗҫленине тишкерчӗ.Аслӑ Пухура малалла конгреса ертсе пыма президента суйларӗҫ. Яваплӑран та яваплӑ тивӗҫе туса пыма Валерий Клементьева шанса пачӗҫ. Пӗрремӗш вице-президент пулма регионсем хушшинче ӗҫлекен организацие 8 ҫул тивӗҫлӗ шайра ертсе пынӑ Николай Угаслова ҫирӗплетрӗҫ.Унсӑр пуҫне тата пилӗк вице-президент суйларӗҫ: ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем — Олег Мешков, Валерий Антонов, Юрий Зорин, Павел Вязов предприниматель, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ертӳҫи Олег Мустаев.Аслӑ форумра ЧНК Мӑн Канашне пурӗ 95 хастара суйларӗҫ, вӗсенчен 31-ӗшне президиум пайташне кӗртрӗҫ. Президиум кулленех ӗҫлекен орган.Чӑваш наци конгресӗ малтанхи пуян опытпа усӑ курса, ҫӗнӗ вӑйпа, хӑватлӑн ӗҫлесе каясса шанас килет.Зоя ЯКОВЛЕВА, Чăваш наци конгресĕн пресс-служба ертÿçи.Редакцирен: Пушкăртстанран съезда тăватă делегат хутшăннă. Вĕсен шутĕнче – Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономи председателĕн çумĕ Юрий Михайлов, Ĕпхÿ хулинчи чăваш хĕрарăмĕсен пĕрлĕхĕн пуçлăхĕ Ирина Сухарева, Пелепей тăрăхĕнчи чăвашсен наципе культура автономин ертÿçи Владимир Яковлев тата ПР чăваш çамракĕсен союзĕн хастарĕ Елена Садыкова. Мăн Канаш пайташĕсем пулма Владимир Яковлевпа «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлова суйларĕç.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас