Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Октябрӗн 2021, 13:00

Чăваш тĕнчи СССР халăх артисткипе Вера Кузьминапа сывпуллашрĕ

Ĕнер, октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, чăваш тĕнчи хăйĕн мухтавлă çыннипе, СССР халăх артисткипе, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕпе Вера Кузьминична Кузьминапа сывпуллашрĕ, ăна йăлана кĕнĕ тăрăх алă çупса юлашки çула ăсатрĕ.

Чăваш тĕнчи СССР халăх артисткипе Вера Кузьминапа сывпуллашрĕ
Чăваш тĕнчи СССР халăх артисткипе Вера Кузьминапа сывпуллашрĕ

    Гражданла панихида К.В.Иванов ячĕллĕ чăваш академи драма театрĕнче иртнĕ. Актрисăпа сывпуллашма тăванĕсемпе çывăх çыннисем, тус-юлшĕсемпе ĕçтешĕсем пухăннă. Паллах, ăна кăмăллакансемпе хисеплекенсем. Хурлăхлă церемоние Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова, театрсен илемлĕх ертÿçисемпе директорĕсем, çыравçăсемпе республикăри общество деятелĕсем хутшăннă.

   СССР халăх артистки  К.В. Иванов ячĕллĕ чăваш академи драма театрĕнчи сцена çинче 70 çул тăрăшнă, 100 ытла рольти сăнарсене калăпланă. Театрти рольсемсĕр пуçне 300 ытла кинофильма чăвашла куçарас ĕçе хутшăннă.

Вера Кузьминична ноябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче 98 çул тултармаллаччĕ. Ăна Шупашкар хулинчи 1-мĕш масар çинче хăйĕн мăшăрĕпе - чăваш халăх поэчĕпе Петĕр Хусанкайпа юнашар пытарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: