Урал сасси
+13 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Новости
25 Октябрӗн 2021, 11:55

Кăкăр çитерекен хĕрарăмсене те вакцина тума юрать

Çĕнĕ кăшăлвирус инфекцийĕнчен «Спутник V» вакцина тума юраманнисен списокĕнчен кăкăр çитермелли тапхăра кăларнă. Çак улшăнусене октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче препаратăн инструкцине кĕртнĕ.

Кăкăр çитерекен хĕрарăмсене те вакцина тума юрать
Кăкăр çитерекен хĕрарăмсене те вакцина тума юрать

 «Кăкăр çитерекен хĕрарăмсен тата пепкесен «Гам-ковид-вак» препаратпа усă курассипе çыхăннă клиника тĕпчевĕ çук. Хальхи вăхăтра вакцина йышне кĕрекен вещество кăкăр сĕтне лекме пултарни паллă. Кăкăр çитерекен хĕрарăмсене вакцина тăвас умĕн препаратăн уссипе сиенĕ пуррине шута илмелле» - тенĕ препаратăн çĕнĕ инструкцийĕнче.

Документа малтан ăнлантарса панипе килĕшÿллĕн хĕрарăмсене кăкăр çитернĕ тапхăрта «Спутник V» вакцина тума юраман.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: