Пур хыпар та
Новости
25 Октябрӗн 2021, 17:35

«Орлан» поезд çур çул хушшинче 45 пин ытла пассажир турттарнă

Хăвăрт çÿрекен поезд 2021 çулхи апрель уйăхĕнчен Ĕпхÿ-Кумертау маршрутпа çÿреме тытăннă. Сентябрь уйăхĕнчен пуçласа унăн маршрутне Эрĕнпур хулине çити йĕркеленĕ.

«Орлан» поезд çур çул хушшинче 45 пин ытла пассажир турттарнă
«Орлан» поезд çур çул хушшинче 45 пин ытла пассажир турттарнă

Республикăри Транспорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, «Орлан» çур çул хушшинче 45 пин пассажира йышăннă.

Хуласем таврашĕнче çÿрекен поезд кунне икĕ хут Дема-Карламан-Çтерлĕ-Салават-Мелеуз-Кумертау маршрутпа рейса тухать. Эрĕнпур хулине 6 сехет хушшинче çитет.

РА-3 рельслă автобусăн кашни вагонне сывлăша тасатмалли тата унти микробсене тĕп тумалли системăпа, багаж хумалли сентресемпе, санитарлă модульсемпе тата информаци паракан таблопа тивĕçтернĕ. Пассажирсем билетсене туянма кăна мар, килĕшнĕ вырăна маларах йышăнса хума та пултараççĕ.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас