Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Новости
25 Октябрӗн 2021, 11:32

Туймазă районĕнчи çул-йĕр çинчи инкеке пула виçĕ хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă

Октябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче, ирхи пилĕк сехет тĕлнелле «Урал» М5 автоçулăн 1335 çухрăмĕнче ВАЗ-2112 çăмăл автомобильпе  КамАЗ çапăннă.

Туймазă районĕнчи çул-йĕр çинчи инкеке пула виçĕ хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă
Туймазă районĕнчи çул-йĕр çинчи инкеке пула виçĕ хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă

РФ Çул çÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн Пушкăрстанри уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх,  çул-йĕр çинчи инкекре ВАЗ-2112  хурçă утăн   хыçалти ларкăчĕ çинче ларса пыракан 55, 58, 33 çулхи виçĕ хĕрарăм авари пулнă вырăнтах вилсе кайнă.

Благовар районĕнчи  35 çулхи çăмăл автомобиль водителĕпе унăн 38 çулхи саккунла мар мăшăрне йывăр сурансемпе больницăна леçнĕ.

Çăк турттаракан  автомашинăн водителĕ суранланман. Аварие уçăмлатаççĕ. Инкек пулнă вырăнта полици ĕçченĕсемпе ытти службăсем ĕçлеççĕ.

Надежда РОДИОНОВА.

 

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: