Пур хыпар та
Новости
26 Октябрӗн 2021, 17:15

Çамрăк ача çуран çÿрекенсене çапса хăварнă

Октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи Комаров урамĕнче çул-йĕр патруль службин ĕçченĕсене ВАЗ-2105 машина илĕртнĕ, унăн водителĕ çул-йĕр правилисене пăснă.

Çамрăк ача çуран çÿрекенсене çапса хăварнă
Çамрăк ача çуран çÿрекенсене çапса хăварнă

Çул çинчи хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем водителе чарма шутланă. Вĕсем çутăпа сасă сигналĕсене хускатнă, йĕрке пăсакана йĕрлеме тытăннă. 

- Йĕрке хуралçисем водителе чарăнма ыйтнă, анчах вăл хурçă утне тата та хытăрах хăвалама, тарма хăтланнă. Çапла майпа водитель светофорăн хĕрлĕ çути çине кĕрсе кайнă. Унтан йĕрке пăсакан çамрăк Кольцевой урамĕнчи 128№ çуртăн картишĕнче тарса пытанма шутланă, икĕ çуран çÿрекене çапса хăварнă. Çакăн хыççăн вăл руле тытса чарайман пирки çуртăн стенине пырса çапăннă, - тенĕ Патшалăх автоинспекцийĕнче.

30 çулхи арçынпа 27 çулхи хĕре тĕрлĕ йышши сурансемпе медицина учрежденине илсе çитернĕ. Вĕсене пулăшу парсан каялла килĕсене янă.

Темĕн чухлă вăхăт иртсен автомобиль хуçи çул-йĕр инкекĕ сиксе тухнă вырăна каялла таврăннă. Йĕрке пăсакан 16 çулхи çамрăк пулни паллă.

Административлă право йĕркисене пăснăшăн çул çитмен ачана палăртнă йĕркепе регистраци иртмен автомобиль рулĕ умĕнче ларнăшăн тата светофорăн хĕрлĕ çути çуннă вăхăтра çул урлă каçнăшăн явап тыттарĕç. Машинăна ятарлă чарăнăва вырнаçтарнă.      

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас