

Октябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнче правительствăн премьер-министрĕ Андрей Назаров черетлĕ лару ирттернĕ. Унта хула таврашĕнчи чугун çулпа çÿрекен транспортăн билет хакне 5-7 çулхи ачасемшĕн çăмăллăхлă тăвассине ырланă.
Премьер-министрăн сăмахĕсем тăрăх, паянхи кун хула таврашĕнчи электричкăсен 50 процентлă льготисемпе апрель уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 31-мĕшĕччен пенсионерсем, ĕç ветеранĕсем, политика репрессине тÿснисем, сентябрĕн 1-мĕшĕнчен июнь уйăхĕн 15-мĕшĕччен шкулта вĕренекенсемпе студентсем усă кураççĕ. Вăл асăннă транспортпа 5-7 çулхи ачасемшĕн те çăмăллăхлă çул çÿрев тума ыйтнă.
ПР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Александр Булушев хула таврашĕнчи чугун çул транспорчĕпе кашни çул 30 пине яхăн 5-7 çулхи ачасем çул çÿреве тухни çинчен палăртнă.
- Чылай регионта асăннă ÿсĕмри ачасемшĕн çул çÿрев хакĕ тулли билет хакĕн 25 проценчĕпе танлашать, - хушса хунă вăл.
Ларăвăн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх республикăн Транспорт министерствине 2010 çулхи май уйăхĕн 17-мĕшĕнче вăя кĕнĕ «Хула таврашĕнчи чугун çул транспорчĕпе усă куракан граждансен уйрăм категорине социаллă пулăшу парасси» йышăнăвне улшăнусем кĕртме хушнă.
Астутарасшăн, паянхи кун хула таврашĕнчи поездсенче пассажирсем 5 çултан кĕçĕн ачисене çеç тÿлевсĕр илсе çÿреме пултараççĕ.