Новости
27 Октября 2021, 06:07

Чиркÿпе тепĕр музей те пулĕ

Çак кунсенче Пелепей район администрацинче Слакпуçĕнче çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн Геройне Николай Спиридонович Павлова асра тытас ыйтупа канашлу иртрĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕ Азат Сахабиев ертсе пычĕ.

Чиркÿпе тепĕр музей те пулĕЧиркÿпе тепĕр музей те пулĕ
Чиркÿпе тепĕр музей те пулĕ

Чăн малтан пухăннисене Борис Гордеев полици полковникĕ хăйĕн «Асра тытмалла» интернационаллă проектпа паллаштарчĕ. Шăпах унпа килĕшÿллĕн Слакпуçĕнче çитес çул Николай Спиридоновичăн бюстне тата унăн музейне уçмалла. Çак ĕçсене 2022 çулхи август уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне (герой 100 çул тултарнă май) туса пĕтересшĕн. Хальхи вăхăтра кунта хатĕрленÿ ĕçĕсем пыраççĕ.
Слакпуçсен тепĕр çутă ĕмĕт пур. Ку вăл – ялта чиркÿ е часавай хăпартасси. Çак ыйтăва ял халăхĕ пухура пăхса тухса ырланă. Вăл кивĕ шкул вырăнĕнче пулмалла. Канашлура çак ыйтăва та хускатрĕç. Унти лару-тăрупа ялти попечительсен канашĕн ертÿçи Василий Павлов хастар паллаштарчĕ.
Çавăн пекех хускатнă ыйтусене сÿтсе явма район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Ихсан Бадретдинов, Пелепей тăрăхĕнчи тутарсен конгресĕн председатĕлĕ Расуль Гареев, хулари пушкăрт гимназин директорĕ Дильбар Фатхутдинова, Слакпуç ял Канаш хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Дмитрий Андреев хутшăнчĕç. Канашлăва хутшăнакансем Слакпуçĕнче çак объектсем пулмаллах текен пĕтĕмлетÿ патне килсе тухрĕç.
Юрий СНЕГОПАД. Пелепей районĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас