

Пушкăртстан Республикинчи ГИБДД уйрăмĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Гафури районĕнче çĕрлехи пĕр сехетре Çтерлĕ-Красноусольски автоçулăн 39-мĕш çухрăмĕнче «ВАЗ-2114» автомобиль рулĕ умĕнче ларнă Авăркас районĕн 21 çулхи çынни çул çаврăнăшĕнче кювета чăмнă, машинипе çаврăнса ÿкнĕ.
Водитель çыхăнса ларман пирки васкавлă медицина пулăшăвĕ киличчен вилнĕ. Çавăн пекех çул-йĕр инкекĕнче тăватă арçын-пассажир (иккĕшĕ 21 çулта, пĕри – 19-та, тепри – 35-ре пулнă) сиенленнĕ.
Вилĕмпе вĕçленнĕ тепĕр авари Çтерлĕ районĕнче сиксе тухнă. Новоабдрахманово-Красноармейская автоçулăн 49-мĕш çухрăмĕнче Lifan Solano рульне тытса пыракан вырăнта пурăнакан арçын кювета чăмнă, иномаркипе çаврăнса ÿкнĕ.
Çул-йĕр инкекĕнче арçын пурнăçĕ татăлнă. Вилнĕ çын руль умне водитель прависĕр тата самаях хĕрĕнкĕ пуçпа ларни паллă. Унсăр пуçне çыхăнман пулнă.