Урал сасси
+8 °С
Облачно
Новости
27 Октября 2021, 10:10

Ĕпхÿри хирургсем пуç мимине операци тунă

Шурă халатлă çынсем Ĕпхÿри Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницинчи «симĕс зонăри» пациентсен пурнăçĕсемшĕн кĕрешеççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Ĕпхÿри хирургсем пуç мимине операци тунăĔпхÿри хирургсем пуç мимине операци тунă
Ĕпхÿри хирургсем пуç мимине операци тунă

Медицина учрежденийĕн тĕп врачĕ Ирина Карамова хирургсем 57 çулхи арçыннăн пуç мимине кăткăс операци туни çинчен пĕлтернĕ.

Пациентăн пуç миминчи юн çаврăнăшĕ пăсăлнă, çавăн пирки вăл больницăна лекнĕ те. Диагностика вăхăтĕнче специалистсем шалти сылтăм ыйхă артерийĕн окклюзи тата сылтăммин стеноз пулнине тупса палăртнă. Арçынна тепĕр хут шалкăм çапма пултарнă. Çавăнпа тухтăрсем операци тума йышăннă.

 - Операцине юн тымар хирургĕсем ăнăçлă ирттернĕ, пациентăн пурнăçĕшĕн нимĕнле хăрушлăх та кăларса тăратмасть. Арçын хăйне лайăх туять, килне кайма хатĕрленет, - тенĕ Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин тĕп врачĕ.    

 

Автор:Ирида Матниязова