Пур хыпар та
Новости
29 Октябрӗн 2021, 18:00

Июль - сентябрь уйăхĕсенче Пушкăртстанра 76 суя хут укçа тупса палăртнă

Вĕсенчен 73-шĕ пилĕк пин тенкĕлĕххисем пулсан, ыттисем – çĕр, пин тата икĕ пинлĕххи.

Июль - сентябрь уйăхĕсенче Пушкăртстанра 76 суя хут укçа тупса палăртнă
Июль - сентябрь уйăхĕсенче Пушкăртстанра 76 суя хут укçа тупса палăртнă

Суя хут укçасем 3-мĕш кварталта, 2020 çулхи июль – сентябрь уйăхĕсенчипе танлаштарсан, 13 % нумайрах тупса палăртнă. Раççейре пĕтĕмешле çав вăхăтра  40 процент чакнă – 8981 купюра. Çак суя хут  укçасен 75 % (6730) - пилĕк пинлĕххисем пулнă. Иккĕмĕш вырăнта - икĕ пин тенкĕлĕххисем (1070), виççĕмĕш – пин тенкĕлĕххисем (990).

Пушкăртстанăн Наци банкĕн специалисчĕсем яланах банкнотсем суя е суя мар пулнине тĕрĕслеме сĕнеççĕ. Уйрăмах шултăра номиналсене.  Хут укçасем çинче сахалран та виçĕ хÿтелев паллине курма пулать. Вĕсем мĕнлерех пулмалли çинчен Раççей Банкĕ (Банк России) сайтра е «Раççей Банкĕн банкночĕсем»(«Банкноты Банка России»)  мобиллĕ хушмара (приложенинче) çырса кăтартнă.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас