Новости
29 Октября 2021, 06:25

Лифтсене улăштарассипе çыхăннă плана пурнăçланăпа пĕрех

2021 çулта республикăра 165 çуртри 458 кивĕ лифта çĕннипе улăштарма палăртнă. Подряд организацийĕсем кăçалхи çулăн май уйăхĕнче строительствăпа монтаж ĕçĕсене пурнăçлама пикеннĕ. Паянхи кун тĕлне 148 çуртри 423 лифта хута янă, хальхи вăхăтра 17 çуртри 35-не çĕннипе улăштарассипе монтаж ĕçĕсем пыраççĕ.

Лифтсене улăштарассипе çыхăннă плана пурнăçланăпа пĕрехЛифтсене улăштарассипе çыхăннă плана пурнăçланăпа пĕрех
Лифтсене улăштарассипе çыхăннă плана пурнăçланăпа пĕрех

Пысăк кăтартусем нумай хваттерлĕ çуртсенче юсав ĕçĕсем ирттерме укçа-тенкĕ пухас тата вĕсемпе тĕрĕс усă курас енĕпе ĕçлекен регион системи тухăçлă ĕçленипе çыхăннă. Çав вăхăтрах кивĕ лифтсене улăштарма республика бюджетĕнчен те укçа-тенкĕ уйăрнă.

Монтаж ĕçĕсем вĕçленсен, йышăну актне алă пусиччен тата оборудованине хута яриччен, лифт тĕрлĕ йышши тĕрĕслевсем витĕр иртет. Ростехнадзор специалисчĕсем техника пайĕсене пăхса тухаççĕ, тест тăваççĕ, завод докуменчĕсене тата монтаж пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Çавăн пекех тунă ĕçе çуртра пурăнакансем те хак параççĕ. Ÿпкелешÿсемпе çăхавсем пулмасан лифта официаллă майпа хута яраççĕ.     

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас