Новости
29 Октября 2021, 06:20

Ĕпхÿре лавкка тăррине кинемей ÿкнĕ

Телее, ватă çын сывă тăрса юлнă, тĕрлĕ суран илнĕскере больницăна илсе çитернĕ.

Ĕпхÿре лавкка тăррине кинемей ÿкнĕĔпхÿре лавкка тăррине кинемей ÿкнĕ
Ĕпхÿре лавкка тăррине кинемей ÿкнĕ

Октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулинчи информаципе диспетчер центрне инкек сиксе тухни çинчен хыпар çитнĕ. Октябрь проспектĕнчи 81/2№ çуртăн пĕрремĕш хутĕнче вырнаçнă лавкка тăррине темле майпа 80 çулхи хĕрарăм ÿкнĕ.

Вырăна Ĕпхÿ хулинчи Граждансене хÿтĕлев паракан управленин шыравпа хăтару отрячĕн ĕçченĕсем, васкавлă пулăшу тата полици килсе çитнĕ.

 - Хăтаруçăсем суранланнă хĕрарăма çĕр çине антарнă, медицина ĕçченĕсен аллине панă. Малтанхи информаципе килĕшÿллĕн пăтăрмах тăваттăмĕш хутра пулса иртнĕ. Васкавлă пулăшу бригади хĕрарăма сиплев учрежденине илсе çитернĕ, - тенĕ Граждансене хÿтĕлев паракан управленин пресс-службинче.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас