

. Ун пек уйрăмсен пĕтĕмĕшле шучĕ 4119 çитет. Хăй ирĕкĕпе пушар хураллакан командăсен шутĕнче 684 единица техника шутланать. 2021 çулта хăй ирĕкĕпе пушар хураллакан подразделенисем 2405 пушара сÿнтерме хутшăннă. Асăннă хисеп пĕтĕмĕшле пушарсен 23,3% танлашать. Пушар сÿнтерекенсем хăйсен вăйĕпе 51 пушара тĕп тунă.
Пушкăртстан Республикин территорийĕнче Пушарпа хăтару вăйĕсене аталантарассипе çыхăннă Стратегипе килĕшÿллĕн 2021 çулта хăй ирĕкĕпе пушар хураллакансен ушкăнĕсене 30 единица прицеплă пушар техникипе тивçĕтернĕ. Юлашки тăватă çул хушшинче хăй ирĕкĕпе пушар хураллакансен подразделенийĕсене асăннă техникăна 160 единица панă.
Надежда РОДИОНОВА.