Урал сасси
+24 °С
Облачно
Новости
1 Ноября 2021, 07:10

Ĕпхÿ хула хĕрарăмĕн историне Малаховăн студийĕнче сÿтсе явнă

Ĕпхÿ хулинче пурăнакан 33 çулхи Виктория «Андрей Малахов. Тÿрĕ эфир» ток-шоура хăйĕн ачисене мĕншĕн социаллă сеть урлă вырнаçтарине ăнлантарса панă.

Ĕпхÿ хула хĕрарăмĕн историне  Малаховăн студийĕнче сÿтсе явнăĔпхÿ хула хĕрарăмĕн историне  Малаховăн студийĕнче сÿтсе явнă
Ĕпхÿ хула хĕрарăмĕн историне Малаховăн студийĕнче сÿтсе явнă

Ĕпхÿ хĕрарăмĕ интернетра хăйĕн виçĕ уйăхри ачине сутасси пирки пĕлтернĕ хыпар массăллă информаци хатĕрĕсене кăсăклантарсах янă. Малтан Виктория аслă хĕрне çемьене вырнаçтарнă пулнă, халĕ тин çуралнă ачи валли ашшĕпе амăшне шырама тытăннă. Кĕçĕннине опека органĕсем илсе кайнă. Хĕрарăм ачисене воспитани параймассине, çемьере укçа-тенкĕпе çыхăннă йывăрлăхсем тата хăйĕн психика тĕлĕшĕнчен проблемăсем пуррине пĕлтернĕ.
Ĕпхÿ хула хĕрарăмĕ пĕлтерÿре арçын ачан йăх-ăрăвне тата сывлăхне сăнланă, ăна мĕнле çемьене шанса парассине, çак утăма сывлăхĕ начар пулнăран тунине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне ача ашшĕн пуçĕнче çил вылянине те палăртнă.
«Пуян та витĕмлĕ çемье. Вĕсем манăн ачасемпе çыхăннă пур ыйтусене татса памалла. Ачасен малашлăхĕ çутă та таса пултăр. Эпĕ ачан пулас ашшĕ-амăшне куç умне çакăн пек кăларса тăрататăп: «Амăшĕ хĕрлĕ çăмăл автомашинăллă сарă çÿçлĕ хĕрарăм. Унпа юнашар хура костюм тăхăннă тулли кевтеллĕ арçын», – сăнласа панă хĕрарăм чи килĕшÿллĕ çемье сăн-сăпатне.
Викториян аслă хĕрне усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕ пăхса ÿстернĕ. Унăн пурнăçра веçех йĕркеллĕ. Кĕçĕн ывăлне хальлĕхе опека органĕн ĕçченĕсем пăхаççĕ. Виктория психиатр патĕнче асăрханса тăрать.
- Ывăла çуратнă хыççăн кăмăл-туйăм хавшарĕ. Психиатр патне справка илме кайсассăн васкавлă пулăшу бригадине чĕнсе илчĕç. Мана машинăпа больницăна ăсатрĕç. Ача пĕччен тăрса юлчĕ. Ăна пĕчĕк ачасен çуртне илсе кайнă. Аслине, хĕре, çуратнă хыççăн та проблемăсем пулнăччĕ. Ун çинчен те интернетра пост лартнăччĕ, - каласа парать телешоура Ĕпхÿ хĕрарăмĕ.
Уйрăм детектив Эрнест Асланян Викторияна инвалид пулма ункайлă иккенне палăртнă. Мĕншĕн тесен унăн кредитпа çыхăннă парăмĕсем пысăк. Студие Викториян упăшки пулнă арçын килнĕ. Вăл арăмĕ пулнă çынна ашшĕн укçине вăрланăшăн айăпланă, хăйĕн патĕнче манса хăварнă паспортне каялла тавăрса панă.
Василий Шуров психиатр шучĕпе, Виктория ачисене атте-анне шыраса тĕрĕс тунă. Мĕншĕн тесен вăл чăннипех вăйлă чирлет.
«Вăл хăй ачишĕн хăрушă иккенне ăнланать. Иккĕмĕш ушкăн ивалидлăхне ахальтен памаççĕ», - тенĕ вăл.
Надежда РОДИОНОВА.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас