Урал сасси
+24 °С
Облачно
Новости
2 Ноября 2021, 11:15

Кăшăлвируспа чирленĕ виçĕ пепке реанимаци уйрăмне лекнĕ

Ĕпхÿ хулинчи 17№ клиника больницинче кăшăлвируспа чирленĕ 16 ача сипленеççĕ.

Кăшăлвируспа чирленĕ виçĕ пепке реанимаци уйрăмне лекнĕКăшăлвируспа чирленĕ виçĕ пепке реанимаци уйрăмне лекнĕ
Кăшăлвируспа чирленĕ виçĕ пепке реанимаци уйрăмне лекнĕ

ПР сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ тăрăх, виçĕ пепке, сывлăхĕ начар пулнипе, реанимаци уйрăмне лекнĕ.  Ытти ачасен сывлăхĕ çирĕп. Вĕсен амăшĕсем кăшăлвирус инфекцийĕнчен вакцина туман пулнă.

 - Пĕчĕк пациентсене вируспа кĕрешекен препаратсемпе тата кăтартусемпе килĕшÿллĕн гормон эмелĕсемпе сиплеççĕ, вĕсене ура çине тăратас тесе палăрăмлă (симптоматическое) сиплевпе усă кураççĕ, - тенĕ Максим Забелин.

Министр çакна та палăртнă: хĕрарăмсем йывăрлă пулнă вăхăтра 12-мĕш эрнерен вакцина тума пултараççĕ. Çавăн пекех медицина ĕçченĕсем пулас аннесене йывăрлă пуличчен прививка тума сĕнеççĕ.

 - Анализ кăтартăвĕсем тăрăх, вакцина тунă аннерен çуралнă пепкере антителасем пур, - палăртнă ведомство пуçлăхĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас