Çак кунсенче Хусан хулинче пилĕк енлĕ кĕрешÿ енĕпе тĕнче чемпионачĕ вĕçленнĕ. Ăмăртусене 26 çĕршывран 150 спортсмен хутшăннă. Кĕрешÿсем сакăр (арçынсен) тата пилĕк (хĕрарăмсен) виçеллĕ категорисенче иртнĕ. Чемпионатăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Пушкăртстан Республикин спортсменĕсем çичĕ медаль çĕнсе илнĕ.
Хĕрарăмсем:
I вырăн – Алена Фатыхова, 52 килограма çитичченхи виçеллĕ категори (Ĕпхÿри БАТЫР спорт шкулĕ, тренерĕ – Р.И. Зиякаев);
I вырăн – Камилла Елисеева, 58 килограма çитичченхи виçеллĕ категори (Ĕпхÿри БАТЫР спорт шкулĕ, тренерĕ – Р.И. Зиякаев).
Арçынсем (ирĕклĕ стиль):
I вырăн – Разиль Шабиев, 68 килограма çитичченхи виçеллĕ категори (Туймазă хули, тренерĕ – Р.Р. Еникеев);
III вырăн – Виталий Балянов, 100 килограма çитичченхи виçеллĕ категори (Ĕпхÿри БАТЫР спорт шкулĕ, тренерĕ – Р.И. Зиякаев).
Арçынсем (классика стилĕ):
I вырăн – Артур Зулькарнаев, 75 килограма çитичченхи виçеллĕ категори (Ĕпхÿри БАТЫР спорт шкулĕ, тренерĕ – Р.И. Зиякаев);
II вырăн – Наиль Мухаметьянов, 90 килограма çитичченхи виçеллĕ категори (Ĕпхÿри БАТЫР спорт шкулĕ, тренерĕ – Р.И. Зиякаев);
III вырăн – Ильфак Ибатуллин, 57 килограма çитичченхи виçеллĕ категори (Ĕпхÿри 14-мĕш спорт шкулĕ, тренерĕ – А.А. Якупов).