Новости
3 Ноября 2021, 06:52

«Урал сассине» çырăнма манман-и?

Хисеплĕ вулакансем, çырăнтару кампанийĕ вĕçлениччен уйăх ытларах çеç юлчĕ. Кунсем хăвăрт иртеççĕ. Çавăнпа та юратнă кăларăмăра çырăнма васкăр.

«Урал сассине»  çырăнма манман-и?«Урал сассине»  çырăнма манман-и?
«Урал сассине» çырăнма манман-и?

Хаçат çырăнакансем хушшинче хальхинче те акци ирттеретпĕр - шăпа ярса парнесем выляттаратпăр. Тĕп парне – çĕвĕ машини. Унсăр пуçне хуçалăхра усă курмалли савăт-сапа, плед, машина юсамалли уçăсен пуххи тата ытти те пур. Акцие хутшăнас тесен «Урал сассине» 2022 çулăн пĕрремĕш çур çулĕ е çулталăк валли (ултă уйăха) çырăннă квитанцин копине редакцин электрон почтипе е WhatsApp (8-963-146-44-44) çине ярса памалла. Вылява декабрь уйăхĕн вĕçĕнче ирттеретпĕр.
Хаçат хакĕ çур çула 506 тенкĕ те 04 пус, çулталăклăх хакĕ – 933 тенкĕ те 50 пус. Пелепей хулинче пурăнакансем кăларăма редакци урлă – 350 тенкĕпе çур çула, 650 тенкĕпе çулталăка – çырăнса илме пултараççĕ. Çавăн пекех «Урал сассин» электрон версийĕ те пур. Унăн хакĕ çур çула – 288 тенкĕ, çулталăка 494 тенкĕ пулать.
Хаçата республикăри пур почта уйрăмĕнче, сайтра, «Почта России» мобильлĕ приложенинче тата почтальонсем урлă çырăнса илме май пур.
«Урал сасси» хаçат редакцийĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас