Пур хыпар та
Новости
8 Ноябрӗн 2021, 15:16

Ĕпхÿри наркопритона тĕп тунă

РФ Шалти ĕçсен министерствин Наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслекен управлени ĕçченĕсем «Мăкăнь-2021» операци вăхăтĕнче Николай Дмитриев урамĕнче пурăнакан çыннăн хваттерĕнче наркопритон пулнине тĕпчесе пĕлнĕ.

Ĕпхÿри наркопритона тĕп тунă
Ĕпхÿри наркопритона тĕп тунă

Полицейскисем Ĕпхÿ хулинче пурăнакан 38 çулхи арçын тăтăшах хваттерне наркотиксемпе усă куракан çынсене тара парса тăнине уçăмлатнă. Уншăн наркомансем хваттер хуçине наркотикпа тивĕçтернĕ. Айăпланакан арçын маларах та пĕрре мар наркотиксене усранăшăн, вăрланăшăн уголовлă явап тытнă. Ку хутĕнче хăйĕн пĕр пÿлĕмлĕ хваттерĕнче наркомансем валли притон йĕркеленĕ. Килĕнче ацетилированнăй опий хатĕрленĕ, наркăмăшлă япалапа хăй те усă курнă. Вилĕм кÿрекен хутăшăн ингредиенчĕсене «чĕнмен хăнасем» хăйсемпе пĕрле илсе килнĕ. Анчах та çак кунсенче ăнсăртран хваттере йĕрке хуралçисем пырса кĕнĕ. Полицейскисем кунта наркотиксемпе çыхăннă çынсем килсе çÿрени çинчен протокол çырнă. Пурăнмалли вырăна пăхса тухнă хыççăн шприцсем, саккунпа усă курма юраман препаратсен упаковкисене асăрханă. Подъездра хими препарачĕсен шăрши палăрнă.

Пакунлă çынсем килсе кайнă хыççăн наркопритона хупнă. Наркотиксене тумалли хатĕрсене туртса илнĕ. Раççей Федерацин Уголовлă кодексĕн 232-мĕш «Притонсене йĕркеленĕшĕн е наркотик тытăмлă япаласене усă курма вырăн уйăрнăшăн» статйипе килĕшÿллĕн арçынна хирĕç уголовлă ĕç пуçарнă.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас