Пур хыпар та
Новости
8 Ноябрӗн 2021, 16:50

Пушкăртстанра талăкне ковид-госпитальсенче 77 тонна медицина кислорочĕ тăкаклаççĕ

Çакăн çинчен республикăри сывлăх сыхлав министрĕ Максим Забелин пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра талăкне ковид-госпитальсенче 77 тонна медицина кислорочĕ тăкаклаççĕ
Пушкăртстанра талăкне ковид-госпитальсенче 77 тонна медицина кислорочĕ тăкаклаççĕ

Госпитальсене кислородпа вăхăтра тивĕçтерес тĕллевпе Пушкăртстанри больницăсенче централизациленĕ 1400 ытла кислород вырăнĕсем хута янă, тăватă çухрăм ытла тулаш тата шалти магистральсем тăснă. Пурĕ 242 кислород концентраторĕ (атмосферăри сывлăшран таса кислород молекули уйăрмалли аппарат), 13 кислород газификарорĕ, 340 кислород балонĕ туяннă.

-Хальхи вăхăтра централизациленĕ майпа 1345 кислород концентраторĕ туянатпăр,- тенĕ Максим Забелин республика правительствин оперативлă канашлăвĕнче.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас