- Вунă хулапа районсенче çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ нумайланнă, 24 муниципалитетра çын вилĕмĕпе вĕçленнĕ аварисен шучĕ ÿснĕ. Федераллă автомобиль çулĕсенче вилĕмпе çыхăннă аварисен шучĕ ÿсни пăшăрхантарать, - палăртнă В. Севастьянов. – Çул çинчи инкексем ытларах канмалли кунсем умĕн тата ĕçлемен кунсенче пулса иртеççĕ. Кăçал кăна руль умне ÿсĕр ларнă 11,5 пин çынна тытса чарнă. Вĕсене пула 256 çул-йĕр инкекĕ пулса иртнĕ, унта 54 çын вилнĕ, 338-шĕ суранланнă.
Çул-йĕр инкекĕсен ытларах пайĕ Ĕпхÿ хулине, Баймак, Белорецк, Туймазă, Ишимбай районĕсене, Сибайпа Октябрьский хулисене тивет.
Республикăра аварисен шутне чакарас шутпа ирттернĕ канашлура специалистсем çулсем çинче светофорсем, паллăсем лартни, карта тытни, çулсене юсани, палăртса тухни (разметка), çул-йĕр йĕркине пăсакансене сăнамалли видеокамерăсем вырнаçтарни çинчен каланă.
Кăçал федераллă çулсем тăрăх 800 камера вырнаçтарĕç, пурĕ маларах лартнисемпе вара 1800 пулĕ. Унсăр пуçне федераллă трассăсенче 100 видеокамера вырнаçтарнă. 2022 çулхи март уйăхĕн 1-мĕшĕччен тата 50 камера çирĕплетĕç.
- Республикăри федераллă çулсем çинче 2022 çул пуçламăшĕ тĕлне кашни виçĕ çухрăмран çул-йĕр йĕркине пăсакансене сăнамалли видеокамерăсем пулĕç, - тенĕ ПР Патшалăх Транспорт хысна управленин ертÿçи Мансаф Низакаев.
Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров ÿсĕр водительсемпе информаципе ăнлантару ĕçĕсем ирттермелли тата çул-йĕр йĕркисене пăхăннине тĕрĕслесе тăрассине вăйлатмалли çинчен астутарнă.
- Хальхи лару-тăру пăшăрхантарать. Эпир çулсем хыватпăр, юсатпăр, анчах та çул-йĕр инкекĕсем сахалланмаççĕ, - палăртнă Радий Хабиров. – Çул çинче вилнисен шучĕ ÿсет. Лару-тăрăва пăхса тухмалла та йышăнусем тумалла.