

Артур Фаридович Сайфуллин 1966 çулхи июнь уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Раççей ШĔМ Ĕпхÿри юридици институтне пĕтернĕ. Шалти ĕçсен министерствинче 1993 çултанпа ĕçлеме пуçланă.
1995-2006 çулсенче Ĕпхÿ хулинчи Октябрьский районĕнчи шалти ĕçсен управленийĕн участокри милици инспекторĕнчен пуçласа милицисен участокри уполномоченнăйĕсен ĕç-хĕлне йĕркелесе пыракан уйрăм тата Ĕпхÿ хулинчи шалти ĕçсен управленийĕн çулĕ çитмен ачасемпе ĕçлекен подразделенийĕн начальникне çитнĕ.
2006 çулта Ĕпхÿ хулине кĕрекен Октябрьский районĕнчи шалти ĕçсен управленийĕн пуçлăхĕн – обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн пуçлăхĕ пулнă. 2010 çултан – Ĕпхÿ хулинчи Шалти ĕçсен управленийĕн начальникĕн çумĕ – обществăлла хăрушсăрлăх милицийĕн начальникĕ.
2011 çулта Обществăлла йĕркене ПР ĕç тăвакан организацисемпе тата РФ ШĔМ Пушкăртстанри уйрăмĕн вырăнти хăйтытăмлăх управленийĕпе пĕрле йĕркелекен управленине ертсе пыма пуçланă. 2015 çултанпа – РФ ШĔМ Пушкăртстанри уйрăмĕн полици начальникĕн çумĕ.
РФ Президенчĕн 2020 çулхи ноябрь уйăхĕн 25-мĕшĕнчи 737№ указĕпе килĕшÿллĕн ПР шалти ĕçсен министрĕн çумĕ – полици начальникĕн должноçне шанса панă.
Пĕр хутчен çеç мар Çурçĕр Кавказ регион территорийĕнче ĕçлĕ командировкăсенче пулнă.
Патшалăх тата ведомство наградисемпе чысланă, çав шутра «Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçсемшĕн» II степень (2014 ç.), «Хăюлăхшăн» (2010ç.) медальсемпе наградăланă. 2016 çулта «Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ» хисеплĕ ят панă.
Надежда РОДИОНОВА.