- Ку маншăн виççĕмĕш çырав ĕнтĕ, - тет Лена Фазлыахметова. – 10 çул каялла та çырав ирттертĕм. Ун чухне контролер пулнăччĕ. Унтан ял хуçалăх çыравĕ иртрĕ. Пĕлмен ĕç мар. Ял çыннисем вашават, уçă кăмăллă. Мана Кутушево тата Маломукачево ялĕсене шанса пачĕç.
Эльвира Ибрагимова Серафимовкăри ятарлă шкулта ĕç урокĕсен учителĕ пулса ĕçлет. Обществăлла ĕçсене хăнăхнă: нумай пулмасть ял хуçалăх çыравне хутшăннă. Кăçалхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ унăн пурнăçĕнче иккĕмĕш. Кунта вăл мĕн ачаранпах пурăнать. Çавăнпа ял çыннисене пурне те лайăх пĕлет. Çакă ăна çырав компанийĕ вăхăтĕнче питĕ лайăх пулăшу парать.
- Манăн анне Гульгена Ибрагимова темиçе хутчен çырава переписчик пулса хутшăннă. – 1970, 1979, 1989, 2002 çулсенче. Мана та 2010 çулта çак ĕçе явăçтарчĕç. Кăçал çырав ĕçне хамăн тусăма Гульнара Дудникована тата пĕртăванăн хĕрне Маргарита Чечиле хутшăнтартăм, - каласа парать вăл.
Çырав пĕтĕмлетĕвĕсем тепĕр çул пуçламăшĕнче çеç пулаççĕ, анчах нумай переписчик хăйсем тата ыттисем валли çĕннине нумай пĕлнĕ.
Кушнаренково районĕнчи переписчик Гузель Насырова çырав вăхăтĕнче сайра ятсемпе тĕл пулнине калать:
- Аман, Кималь, Валия, Альгиз Рагиб ятсене хунисем пур. Пирĕн ялта пушкăрт, тутар, вырăс, мари, удмурт, езид, эстон халăхĕсем пурăнаççĕ, - тет вăл.
Октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче Юмандыбаш ялĕнчи переписчик Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕн тăлăха юлнă мăшăрĕ, 1927 çулта çуралнă Тагзима Хабибуллина, патне çитнĕ. Тагзима аппа çичĕ ача çуратса ÿстернĕ. Хальхи вăхăтра кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.
Надежда РОДИОНОВА.