Новости
10 Ноябрӗн 2021, 06:56

Ял канăçсăр чĕреллĕ çынсем пуррипе пурăнать

Пишпÿлек тăрăхĕнчи Иван монахăн сăваплă çăлкуçне юнашар ялсенче çеç мар, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакансем те пĕлеççĕ. Çăлкуçăн сиплĕхне ĕненсе сăваплă вырăна çамрăксем те, ватăсем те килсе çÿреççĕ.

Ял канăçсăр чĕреллĕ çынсем пуррипе пурăнатьЯл канăçсăр чĕреллĕ çынсем пуррипе пурăнать
Ял канăçсăр чĕреллĕ çынсем пуррипе пурăнать

Ту айĕнчен тапса тăракан шыва ĕçсен тата унпа çăвăнса тухсан вăй-хал кĕрсе каять. Çак туйăма сăмахпа каласа парса пулмасть, хăв унта пулса курсан çеç ăнланса илетĕн.
Ялта тавралăха илемлĕрех, килен-каянсемшĕн илĕртÿллĕрех тума тăрăшакансем пурри вара хăй ырă сăмаха тивĕç.
Григорий Петров ял хастарĕ ертсе пынипе Анатолий Тимофеев, Николай Васильев, Анатолий Петров, Артем Марков, Федор Васильев, Всеволод Гаврилов, Денис Павлов, Валерий Иванов канăçсăр чĕреллĕ çынсем çветтуй çăлкуç территорине тирпей-илем кĕртнĕ. Çак ушкăн сиплĕ çăлкуç çывăхĕнчи йывăç хÿмене профнастилпа улăштарнă. Паллах, ырă ĕç тăкаксемсĕр пулман. Материал туянма укçа-тенкĕпе Алексей Кузнецов (унăн ашшĕ Хушăлка ялĕнчен) пулăшнă. Алексей Васильевпа Денис Павлов сварка ĕçĕсене тума генератор илсе килнĕ.
Пурте пĕрле ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçланă. Ахальтен каламаççĕ пулĕ «Пĕччен чула та çĕклейместĕн, йышпа хулана та вырăнтан куçаратăн» тесе. Халĕ сăваплă вырăн тата та илемлĕрех, хăнасемшĕн илĕртÿллĕрех курăнать. Кунта пулса курнисем вара çак илемпе киленме, сывлăхĕсене сиплеме татах та татах килеççĕ.
Ирина ПЕТРОВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас