

Любовь Степановна Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамал ялĕнче 1956 çулхи ноябрь уйăхĕн 28-мĕшенче çуралнă. Çавăнпа та курава юбилее халалланă темелле пулĕ.
Мĕнпур пушă вăхăтне хĕрарăм чăваш наци тĕррипе çыхăнтарнă. 1981 – 1987 çулсенче вăл «Паха тĕрĕ» фабрикăра тĕрĕçĕ пулса ĕçленĕ. Çак вăхăт хушшинче пирĕн ентеш йывăр ĕçĕн тĕрĕ техникине вĕренсе çитнĕ. Унăн аллипе тунă япаласем – тĕрленĕ наци тумĕсем, салфеткăсем, сурпансем, масмаксем тата ытти те – , илемлĕхĕпе, хÿхĕмлĕхпе, наци колоричĕпе палăрса тăраççĕ. Л. С. Вазюкова ăстаçă «Гжель» (шурă çинче кăвак тĕспе тĕрлени), «Çулталăкри вăхăтсем», «Графика», «Наци тĕрри» коллекцисем йĕркеленĕ.
Любовь Степановна республика, регионсем хушшинчи, Раççей шайĕнчи куравсене тата халăх ÿнерĕпе илемлĕх промысли конкурсĕсене хутшăнать. Кашни çулах унăн ĕçĕсене Çĕнĕ Шупашкарти Илемлĕх музейĕ йĕркелекен «Çĕнĕ Шупашкарăн пуянлăхĕ» («Новочебоксарская палитра») халăх ÿнерĕн куравĕнче курма пулать. 2009 çулта вăл Пĕтĕм Раççейри «Русь ăстисем» илемлĕх ĕçлев ÿнерĕн халăх ăстисен çиччĕмĕш конкурсĕнче вăй виçнĕ, «Тĕрĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. 2010 çулта саккăрмĕш конкурса хутшăнса Любовь Вазюкова тепĕр хут наци тĕрĕ ÿнерне çÿллĕ шайра кăтартса панă, халăх ÿнерĕнчи авалхи йала-йĕркесене упраса хăварнăшăн чи пысăк парнене – Чăваш Ен Президенчĕн призне – тивĕçнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.