Пур хыпар та
Новости
11 Ноябрӗн 2021, 08:50

Тыткăна лекнĕ хир качакине ирĕке кăларса янă

Çак кунсенче Çтерлĕ хулинчи Пушкăрт сода компанин территорине аташса кайнă хир качаки пырса кĕнĕ. Чĕрчуна ярса тытса ăна хăратмасăр çут çанталăка ирĕке кăларса янă.

Тыткăна лекнĕ хир качакине ирĕке кăларса янă
Тыткăна лекнĕ хир качакине ирĕке кăларса янă

Республикăри Экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, общетво ĕçне хастар хутшăнакансемпе волонтерсем хир качакине тирпейлĕ кăна пĕр вырăна хăваласа кĕртнĕ, ун хыççăн ăна сиен кÿмесĕр ярса тытнă. Видео çинчи кадрсене пăхсан чĕрчун темшĕн хăйне çăлакансенчен уйрăлма васкаманнине курма пулать – ирĕке ярсан та вырăнтан хăвăрт вăрмана тапса сикмен. Ахăртнех, вăл хăйĕнпе юнашар ырă кăмаллă çынсем пулнине сиснĕ-тĕр. Çакна та палăртса хăвармалла, хир качакине сунара çÿреме юраман вырăна кăларса янă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас