

Росельхознадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, чĕр чунсене тĕрĕсленĕ те карантина хупнă. Унсăр пуçне, тĕрлĕ хăрушă чирсенчен сыхланас тĕллевпе, кашниннех анализсем тума юн илнĕ.
Мĕнпур выльăх 30 куна тăсăлакан карантин иртмелле. Çав вăхăтра кирлĕ лаборатори тĕпчевĕсем туса ирттерĕç: иммунизаци тăваççĕ, юн тĕрĕслеме илеççĕ, выльăхсене çуса тасатаççĕ. Тĕп наукăпа методика ветеринари лабораторийĕн Пушкăртстанри филиалĕнче суйласа илнĕ сыснасен биологи материалĕсен тĕрĕслевĕсене инфекци чирĕсенчен тепĕр хут тĕрĕслĕç. Çĕнĕ вырăнта сыснасем хăйсене лайăх туяççĕ.
2021 çулта республикăри выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ĕçлекен чи пысăк хуçалăх Евросоюза (ЕС) кĕрекен çĕршывсенче 933 пуç ăратлă сысна туяннă. Çулталăк вĕçлениччен предприяти тата 523 элитлă сыснасем илсе килме палăртать.
Юрий МИХАЙЛОВ.