Регионта пурăнакансем ытларах сĕт парĕпе (молочная железа)-12,5 %, тип пырпа, борнхсемпе, ÿпкепе – 9,7 %, ÿт çинчи шыçăпа – 8,6 %, хăнтăр (ободочная) пыршипе -7,5 %, тÿрĕ пыршăпа - 6,7 %, хырăмлăхпа – 6,5 чирлеççĕ. Çав вăхăтрах специциалистсем пилĕк çул хушшинче республикăра онкологипе пуçласа чирлекенсем пĕтĕмĕшле йышĕ чакнине палăртаççĕ: 2016 çулта 100 çын пуçне 324,8 тĕслĕх пулнă пулсан, 2020 çулта – 273,8. Чи сахаллине Хайбулла районĕнче шута илнĕ, чи пысăккине - Чекмагуш районĕнче.
Çывлăх сыхлав министерстви регионти информаци фончĕн катартăвĕсем тăрăх 2020 çулта республикăра 10 093 çын сиенлĕ шыçăпа пуçласа чирленине пĕлтернĕ. 2016 çулта çак виçе 13 222-пе танлашнă.
Ачасемпе çамрăксем ракпа сахалрах чирлеме пуçланă – пилĕк çулхи кăтарту 6,6 % чакнине çирĕплетет. Çак енĕпе вăтăр виçĕ муниципалитетра республикăри вăтам кăтартуран иртсе кайнине палăртнă: Авăркас, Шаран, Нуриман, Краснокамск (4 – 4,8 хут), Мияки, Чекмагуш, Кармаскалă, Дуван, Балтач (2,7- 3,7 хут), Татăшлă, Иглин, Караидель, Мишкин, Бакалă районĕсем (1,8 – 2,1 хут).
Юрий СНЕГОПАД.