Пур хыпар та
Новости
12 Ноябрӗн 2021, 17:25

Раççейре ĕçлемен кунсенче эрех-сăра сутасси ÿснĕ

Çĕршывра ĕçлемен кунсенче çынсем алкоголь продукцийĕ туянса тăкакланасси, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 78,8% ÿснĕ.

Раççейре ĕçлемен кунсенче эрех-сăра сутасси ÿснĕ
Раççейре ĕçлемен кунсенче эрех-сăра сутасси ÿснĕ

Аналитиксем  кăçалхи тата иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа ноябрь уйăхĕн 7-мĕшĕнчи чексене пăхса тухса кăтартăвĕсене танлаштарнă. Аса илтеретпĕр, кăçал кăшăлвируспа çыхăннă йывăр лару-тăрăва пула  çĕршывра октябрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 7-мĕшĕччен ĕçлемен кунсем пулчĕç. Тĕпчев тăрăх, шăпах çав вăхăтра Раççейĕн пур территорийĕнче те алкоголь шĕвекĕсем сутасси 78,8% ÿснĕ. Унсăр пуçне кăçалхи октябрĕн 27-мĕшĕнче, иртнĕ çулхи октябрĕн 28-мĕшĕпе танлаштарсан, çынсем алкоголь туянса пилĕк хут ытларах тăкакланнă. Аналитиксем ăнлантарнă  тăрăх, ĕçлемен кунсенче хăш-пĕр алкомаркетсем хупă пулнă.

Ĕçлемен кунсен вăхăтĕнче алкоголь продукцийĕ сутса таварсене ваккăн сутакан лавккасемпе  (75%) аэропортсем (195%) пысăк тупăш тунине палăртмалла. Парксенче вара çак кунсенче тупăш 38,2% чакнă.

Пушкăртстанра локдауна тăсма шутламарĕç. Çак йышăнăва кăшăлвируспа кĕрешекен оперштабра йышăннă. Ларура чару мерисем кĕртни лайăх витĕм кÿнине палăртнă. Раççейри хăш-пĕр регионсенче эпидемиологи лару-тăрăвĕ çивĕч пулнăран ĕçлемен кунсене тепĕр эрнене тăснă. Çав шутра Анат Чулхула, Челябинск, Курск, Брянск, Томск, Смоленск облаçĕсем.

Надежда РОДИОНОВА.      

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас