

- Кунта 346 ял çынни медицина пулăшăвĕ илме пултарĕ, çав шутра – 73 ача, - тенĕ Кушнаренковăри район тĕп больницин тĕп врачĕ. – ФАПра «Земский фельдшер» программăна хутшăннă Минзиля Муллагилдина аслă категориллĕ фельдшер ĕçлĕ.
Мĕнпур модульлĕ ФАПсене çынсене васкавлă пулăшу пама кирлĕ оборудованисемпе тата эмелсемпе тивĕçтерĕç. Мамяковăра ĕçсене вĕçлесен Султанаево тата Якупово ялĕсенче модульлĕ конструкцисен монтажне тăвăç.
Малтанхи медицинăпа санитари пулăшăвĕн системине аталантарасси «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕн тĕп юхăмĕсенчен пĕри шутланать. Унпа килĕшÿллĕн фельдшерпа акушер пункчĕсем тата медицина комплексĕсем хăпартĕç, çавăн пекех çулсерен тухтăрсем пăхса тухассине йĕркелĕç.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе наци проекчĕсем 2019 çултанпа пурнăçланаççĕ.
Маларах пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанри Сывлăх сыхлав министерстви кăçал «Сывлăх сыхлавĕн малтанхи звенине модернизацилесси» программăна пурнăçа кĕртме пуçланă. Амбулаторипе поликлиника учрежденийĕсен пурлăх никĕсне çирĕплетес тĕллевпе 2021-2025 çулсенче çĕнĕ объектсем хăпартĕç, çавăн пекех киввисене тĕпрен юсĕç.
Программăпа килĕшÿллĕн республикăра 490 сывлăх сыхлав объекчĕ хăпартма палăртаççĕ. Вĕсен шутĕнче - 10 поликлиника, участокри виçĕ больница, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕн 21 офисĕ, 42 врач амбулаторийĕ, икĕ тĕп район больници, 412 фельдшерпа акушер пункчĕ.
Унсăр пуçне Кармаскалăпа Бакалăри поликлиникăсене тĕпрен юсĕç. Кăçалах республикăн районĕсенче икĕ поликлиника, икĕ тухтăр амбулаторийĕ, сакăр тĕп ФАП хăпартĕç, 73 модульлĕ ФАП вырнаçтарĕç, вĕсене хута ярĕç.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Здравоохранение