Пур хыпар та
Новости
15 Ноябрӗн 2021, 11:07

Пушкăртстан кикбоксерĕсем Европа ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ

Çак кунсенче Черногорири Будва хулинче çамрăксем хушшинче кикбоксинг енĕпе Европа шайĕнчи ăмăрту иртнĕ. Пушкăртстан спортсменĕсем унтан тĕрлĕ медальсемпе таврăннă. Республикăри Спорт министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регион кĕрешÿсене хутшăнма 10 кикбоксера тăратнă, вĕсенчен пиллĕкĕшĕ наградăсене тивĕçнĕ.

Пушкăртстан кикбоксерĕсем Европа ăмăртăвĕнче  çĕнтернĕ
Пушкăртстан кикбоксерĕсем Европа ăмăртăвĕнче çĕнтернĕ

1-мĕш вырăн – Арсен Исмагилов (17-18 çулхи çамрăк яшсем хушшинче, 51 кг виçеллĕ категорире, тренерĕ – Ф.Р. Насыров);

1-мĕш вырăн – Данил Панов (17-18 çулхи çамрăк яшсем хушшинче, 74 кг виçеллĕ  категорире, тренерĕсем – Д.А. Ямалитдинов, А.И. Бобров, Т.А.  Заманов);

1-мĕш вырăн – Артур Тажетдинов (15-16 çулхи çамрăк яшсем хушшинче, 69 кг виçеллĕ категорире, тренерĕсем – Д.А. Ямалитдинов, А.И. Бобров, Т.А.  Заманов);

1-мĕш вырăн – Карина Юсупова (17-18 çулхи çамрăк хĕрсем хушшинче, 48 кг виçеллĕ категорире, тренерĕ – М.А.  Арсентьева);

3-мĕш вырăн – Светлана Щербина (15-16 çулхи хĕрсем, 52 кг виçеллĕ категорире, тренерĕ – Ф.Р. Насыров).

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас