Новости
15 Ноябрӗн 2021, 09:30

«Пысăк тăхтав» конкурсра Пушкăртстанри 11 вĕренекен çĕнтернĕ

«Пысăк тăхтав» («Большая перемена») Раççей шайĕнчи конкурсра Пушкăртстанри 11 шкул вĕренекенĕ çĕнтерÿçĕсен шутне кĕнĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ иртнĕ çулхи пекех «Артек» тĕнчери ачасен центрĕнче (МДЦ) иртнĕ. Асăннă проект Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарнипе «Вĕрентÿ» наци проекчĕн витĕмĕпе пурнăçланать.

«Пысăк тăхтав» конкурсра Пушкăртстанри 11 вĕренекен çĕнтернĕ«Пысăк тăхтав» конкурсра Пушкăртстанри 11 вĕренекен çĕнтернĕ
«Пысăк тăхтав» конкурсра Пушкăртстанри 11 вĕренекен çĕнтернĕ

2021 çулхи «Пысăк тăхтав» конкурсăн çĕнтерÿçисен хушшинче Ĕпхÿ, Çтерлĕ, Октябрьский, Нефтекамск хулисенчи шкулсен, гимназисемпе лицейсен вĕренекенĕсем пур.

Çапла 8-9 классенче вĕренекенсем 200 пин тенкĕ илме тивĕçнĕ, вĕсемпе кирлĕ техникăпа оборудовани туянма пулать. 10-11 класра вĕренекенсем 1 миллион тенке тивĕçнĕ. Асăннă укçа-тенке аслă шкулсенче вĕреннĕшĕн тÿлеме, специальноçпа вĕренме оборудованипе техника туянма е хăвăн проектна аталантарнă çĕре яма юрать. Çавăн пекех çĕнтерÿçĕсене Раççейри аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ чух баллсем хушаççĕ.

«Пысăк тăхтав» -тĕнчене улăштарма, хăй улшăнма хатĕр çынсен конкурсĕ. Кунта паллăсем хаклă мар, яланхилле мар шухăлама пĕлни кирлĕ. Йĕркелÿçĕсем «Пысăк тăхтав» конкурса хутшăнакан кашни ача хăйне килĕшекен юхăма - журналистика, спорт, экологи, пултарулăх, патриотизм тата ыт. те - суйласа илме пултарни çинчен пĕлтереççĕ.

2021 çулхи «Пысăк тăхтав» конкурс çĕнтерÿçисене Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламланă. Патшалăх пуçлăхĕ конкурс çĕнтерÿçисем хăйсен лайăх енĕсемпе пултарулăхĕсене çÿллĕ шайра кăтартнине, хушнă ĕçсене аван пурнăçланине палăртнă.

- Çавăн пекех финала тухнисене те саламлатăп. Эсир те пысăк çитĕнÿсем турăр. Сиртен чылайăшĕ çĕнтерÿ патне çитме кăшт çеç мехел çитереймен, çавăнпа вĕсемшĕн тепĕр çул конкурса хутшăнма кăсăкрах та пулĕ. Кашниех «Пысăк тăхтав» конкурс çеç мар, ытларах малашлăх планĕсемпе çыхăннă форум пулнине ăнланчĕ пулĕ тетĕп. Вăл пĕр шухăшлă çĕршер пин çамрăк çынна  пĕр ушкăна пĕрлештерет, кашни çынна хаклама, хăй вăйне шанма, пурнăç çулне тупма пулăшать, - тенĕ Владимир Путин.

Раççей Президенчĕн шучĕпе «Пысăк тахтав» унта хутшăнакансен шухăш-ĕмĕчĕсемпе сĕнĕвĕсене пула аталанать. Конкурсра çĕнĕ юхăмсем çуралаççĕ, çулталăк пуçламăшĕнче «Ырă шăмат кун» волонтерсен акцийĕ пуçланнă.

Çавăн пекех Владимир Путин конкурса хутшăнакан ашшĕ-амăшĕсене, вĕрентекенсене, ачасене «Пысăк тăхтав» конкурса явăçтаракансене те тав тунă.

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#образование

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас