ПР прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, кăçал виçĕ ача амăшĕ (пепкисем 1-3 çулхисем) алкоголь шĕвекĕсем ĕçсе иртĕхнĕ, ачисене воспитани паман, вĕрентÿпе тата пурăнмалли условисемпе тивĕçтермен. Çул çитмен ачасем яланах вăхăтра апатланма та пултарайман.
Социаллă служба ĕçченĕсем çурт-йĕр условийĕсене тĕрĕсленĕ чух çемье начар условисенче пурăннине çирĕплетнĕ. Амăшĕ ачисене кирлĕ пек пăхман пирки вĕсенче вăраха кайнă чирсем пуррине те тупса палăртнă.
Хĕрарăма çул çитмен ачисене воспитани парас енĕпе хăйĕн тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаншăн тата пурăнмалли условисемпе тивĕçтерменшĕн пĕр хутчен çеç мар административлă явап тыттарнă. Вăл профилактика мерисене шута илмен, малтанхи пекех хăйне киревсĕр тытнă.
Çамрăк анне хăйĕн айăпне йышăннă. Ачасене социаллă учрежденине вырнаçтарнă. Уголовлă ĕçе пăхса тухма суда ярса панă тенĕ регионти надзор ведомствинче.