-20 °С
Пӗлӗтлӗ
Азат Ишемгулов 1984 çулхи ноябрь уйăхĕнче Ĕпхÿ хулинче çуралнă. Вăл Пушкăрт патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, «патшалăх управлени» специальноçа алла илнĕ. А.Ишемгулов Федераллă пурлăхпа тĕрĕс усă куракан агентствăн подразделенийĕнче, «Мотор» НППра, ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн секретариатĕнче вăй хунă. 2019 çултанпа Ишимбай район администрацийĕнче тăрăшнă.
Ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Азамат Абрахманов Ишимбай администраци пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлама чарăннă. Ăна республика правительствин аппаратне ертсе пыма сĕнĕç.