

Пушкăртстанри Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, мĕншĕн çапла пулса тухни паллă мар. Район администрацийĕнче объекта вырнаçтарма ирĕк паманнине çирĕплетнĕ. Çÿлерех асăннă компани Дроздовсене подстанцие хăйсен укçи-тенкипе урăх çĕре куçарма сĕннĕ. Çавăн хыççăн çемье Раççей Президенчĕпе иртекен тÿрĕ линине тухма шутланă.
- Эпир тĕрĕслĕх çиеле тухнăшăн савăнатпăр. «БЭСК» АО ĕçченĕсем хăйсен йăнăшне ăнланса илчĕç, трансформатора çынсене уйăрса панă лаптăкăн чикки леш енне куçарчĕç. Мĕншĕн энергетика компанийĕ йĕркене пăснине, хăй ирĕкĕпе ют çынсен территорийĕ çинче трансформатор вырнаçтарма йышăннине ăнланса илме йывăр. Вĕсем хăйсем те уççăн ăнлантарса параймарĕç. Çакă пĕртен-пĕр тĕслĕх пулнине, ытти граждансем çакăн евĕр ыйтусемпе тĕл пулмасса шанатпăр, - тенĕ Пушкăртстанри Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн регионти ĕçтăвком ертÿçи Виталий Брыкин.
#Башкортостан#Уралсасси#ДеятельностьПрезидентаРФ#жилищнаяпроблема