Инфляцие пахча çимĕçпе улма çырла хакĕсем ÿсни витĕм кÿнĕ. Унсăр пуçне ытти апат-çимĕç хакĕсем те палăрмаллах ÿснĕ. Çав шутра социаллă пĕлтерĕшлисем те. Çăмарта - 25%, сĕт-çу - 3% яхăн, çăкăр-булка - 1,7% хаклăланнă.
Октябрьти инфляци кил-хуçалăхри таварсен секторне те пырса тивнĕ. Сентябрь уйăхĕнче хаксем 0,6 % ÿснĕ, çулталăк пуçламăшĕнчен - 7,5 %.Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕпе танлаштарсан -7, 9 %.
Пурнăçшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ эмел препарачĕсем шутне кĕртнĕ медикаментсен хакĕ пĕр уйăх хушшинче 0,8% ÿснĕ. Ытти эмелсем – 2,5%.
Çăмăллăхсем (услуги) сентябрь уйăхĕ тĕлне 0,5% йÿнелнĕ, çулталăк пуçламăшĕнчен 3,4% ÿснĕ, çулталăк хушшинче (2020 çулхи октябрь уйăхĕнчен) - 3,8%.
Надежда РОДИОНОВА.