

Çирĕм çулхи Анастасия П. халĕ комăра выртать. Тутарстанри Сывлăх сыхлав министерствин тĕп токсикологĕ Алия Насибуллина пĕлтернĕ тăрăх ăна пульницăна ытлари кун 5.40 сехетре илсе килнĕ. Тухтăрсем хĕр пирки малалла мĕн пулассине нимĕн те калама пултараймаççĕ.
- Чи йывăр вăхăт вăл малтанхи 48-72 сехет, çак тапхăрта чирлĕ çын хăйне лайăх туйма пуçласан пурте ăнăçлă вĕçленессе шанма пулать, - çирĕплетнĕ А. Насибуллина. – Тепĕр икĕ çын çавăн пекех реанимацире выртаççĕ. Вĕсен куç çивĕчлĕхĕ пăсăлнă – куç нервĕ шыçнă. Ытти пациентсен организмра метил спирчĕ ытлашши пулни палăрать – вăй çукки, кăмăл пăтранни, вар ыратни тата хăстарни.
Студентсем маларах та алкоголь вăрттăн сутакан Ринат Ханнанов патĕнче продукци туяннă. Александр П. çуралнă кунне уявлас умĕн «Яшлек» метро патĕнче унпа тĕл пулнă. Салмачи микрорайонта коттедж тара илнĕ, лавккаран джин туяннă. Пурĕ кану каçĕнче 19 çын пулнă, вĕсем 1999-2003 çулсенче çуралнисем.
Юлташĕсен сăмахĕсем тăрăх, Настя çĕрле хăйне аван мар туя пуçланă. Унăн кăмăлĕ пăтраннă, алли ыратнă, калаçма пултарайман. Ăна пĕлекен çынсем шучĕпе çакă хĕрĕн пĕр пÿре çеç пулнипе пулма пултарнă.
Тутарстанри следстви комитечĕ пулса иртнипе РФ Уголовлă Кодексăн «Çынсен пурнăçĕпе сывлăхне хăрушлăх илсе килекен продукцие тунăшăн, усранăшăн, сутас тесе илсе çÿренĕшĕн» 238-мĕш статьян 2-мĕш пайĕн «в» пункчĕпе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă.