

Киргиз-Миякинчи Комаров урамĕнчи 2 тата 4 №№ çуртсенче пурăнакан 32 çемьене çĕнĕ хваттерсене куçарĕç.
- Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме 61 млн ытла тенкĕ уйăрма йышăннă. Вĕсенчен 55 млн тенкине Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетме пулăшакан фондран тăкаклĕç, 5 млн тенкине – республика бюджетĕнчен. Район та çак ĕçрен пăрăнса юлман - 650 пин ытла тенкĕ хывнă, - тенĕ ПР Строительство тата архитектура министерствинче.
Çĕнĕ нумай хваттерлĕ çуртсене Школьная урамра хăпартаççĕ. Авариллĕ çуртсенче пурăнакан çемьесем валли вĕсенче хваттер туяннă. Çак çуртсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ икĕ пин тăваткал метрпа танлашать.
Çуртсене кăçалхи çулăн июнь уйăхĕнче хăпартма пуçланă. Вĕсенчен пĕрне 2021 çулăн вĕçĕнче хута яма палăртаççĕ. Унăн хатĕрлĕхĕ 90 процента çитнĕ. Иккĕмĕш çуртăн строительство ĕçĕсене 2022 çулăн иккĕмĕш кварталĕнче вĕçлĕç.
Пушкăртстан Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетме пулăшакан фондпа хушма килĕшÿ тунă. Унпа килĕшÿллĕн регион палăртнă вăхăтчен маларах, 2023 çул вĕçĕччен, граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарассипе çыхăннă программăна вĕçлеме шантарнă.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çĕнетме пулăшакан фонд регионсене «Пурăнма юрăхсăр фонда çирĕппĕн пĕтерсе пырасси» федераллă программăна (вăл «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проектне кĕрет) пурнăçа кĕртме чылай укçа-тенкĕ уйăрса парать.
Асăннă проектпа килĕшÿллĕн çĕршывăн регионĕсенче 2017 çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕччен авариллĕ çуртсем тесе йышăннисенче пурăнакансем çĕннисене куçаççĕ.
#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Жильеигородскаясреда