Пур хыпар та
Новости
17 Ноябрӗн 2021, 11:42

Турă пани пулсан

«Турă пани пур» теççĕ ун пек çынсем çинчен. Ермеккей тăрăхĕнчи Кăратмас ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Иванович Ковязин ÿкерес енĕпе ятарлă пĕлÿ илмен. Кăмăлланă киленÿпе (хобби) тивĕçлĕ канăва тухсан çеç вăхăт ирттерме пуçланă.

Турă пани пулсан
Турă пани пулсан

Хăйĕн пĕрремĕш ĕçне вăл 2008 çулхи хĕлле, акрил сăрăсемпе çырнă. Анатолий Иванович каланă тăрăх, ÿкерме ларсан нумай ыйту çуралать. «Мĕнрен пуçламалла? Кирлĕ пек пулса тухĕ-ши?» текен самантсем сăрăçа канăç памаççĕ.
Кăратмас питĕ илемлĕ вырăнта ларать. Йĕри-тавра сăртсем, вăрмансем, авкаланса юхакан Çĕлен çырми вырнаçнă. Анатолий Иванович вăрманта уçăлса çÿреме юратать. Шăпах çут çанталăкăн ытарайми илемĕ çĕнĕ ÿкерчĕк çырма хавхалантарать те ăна. Хăйĕн ÿкерчĕкĕсене вăл ытларах хĕлле çырать. Мĕншĕн тесен çулла ĕç нумай, пултарулăх ĕçĕпе ларма вăхăт хĕсĕкрех. Пĕр ÿкерчĕк тума пĕр уйăх, хăш чух иккĕ те каять иккен. Пултаруллă сăрăçăн киленĕçĕ Оля хĕрне куçнă. Вăл та ашшĕ пекех ÿкерме кăмăллать.
Светлана ФИЛИППОВА.
Ермеккей районĕ, Кăратмас ялĕ.

Турă пани пулсан
Турă пани пулсан
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас