

Мероприяти 11.00 сехетре пуçланать. Наукăпа методика конференцине пултаруллă педагогсене тупса палăртас, вĕсен ĕç опычĕпе ытти вĕрентекенсене паллаштарас, чăваш халăх поэчĕн ятне халăх хушшинче анлăрах сарас тĕллевпе ирттереççĕ. Мероприяти йĕркелÿçисем – Пелепей районĕнчи вĕрентÿ управленийĕ, Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ, «Урал сасси» хаçат редакцийĕ, Пелепейĕнчи педагогика училищи тата Слакпуçĕнчи вăтам шкул.
«Ухсай вулавĕсем» конференцие хутшăнас текенсен заявкăсене ноябрь уйăхĕн 20-мĕшĕччен вӗрентӳ управленийӗн специалисчĕн С.Х. Гарееван gareeva-s@mail.ru тата районти чăваш чĕлхипе литература учителĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертÿçин В.К. Алексееван v.k.alekseeva@yandeх.ru. электронлă почтисем çине ямалла. Наукăпа практика конференцийĕ конкурс-форум майлă иртет. Унта чăваш халăх поэчĕн пултарулăхне вĕрентессипе çыхăннă чи лайăх методика хатĕрлевĕсем тăратаççĕ. Инçетрисемшĕн конференци дистанци мелĕпе йĕркеленет. Доклад тата мастер-классем хатĕрленисене тухса калаçма 10 минут параççĕ. Мультимедийăллă презентацисемпе паллаштаракансене – 5-7 минут таран. Наукăпа методика конференцине РФ тата ПР вĕрентÿ учрежденийĕсенчи чăваш чĕлхипе литература учителĕсем хутшăнма пултараççĕ. Конференцие хутшăнакансем йĕркелÿ комитетне докладсемпе мастер-классем, методика хатĕрлевĕсем тăратаççĕ. Унсăр пуçне Я.Г. Ухсайăн произведенийĕнчи сыпăксене илемлĕн вулассипе, поэтăн сăввисем тăрăх хывнă юрăсене юрлассипе паллаштараççĕ. «Ухсай вулавĕсем» наукăпа методика конференцине хутшăнакансене ПР Пелепей районĕнчи вĕрентÿ управленйиĕн Хисеп хучĕпе наградăлаççĕ.
Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8 (34786) 5-40-02, 5-72-14.
Йĕркелÿ комитечĕ.