Новости
17 Ноября 2021, 07:10

Вунă уйăхра 9,5 млрд тенкĕлĕх техника туяннă

Пушкăртстан аграрийĕсем кăçалхи 10 уйăх хушшинче 9,5 млрд тенкĕлĕх 2,7 пин ытла техника туяннă. Çакă вăл 2020 çулхи çав вăхăтринчен 1,3 млрд тенкĕ е 15 процент нумайрах.

Вунă уйăхра 9,5 млрд тенкĕлĕх техника туяннăВунă уйăхра 9,5 млрд тенкĕлĕх техника туяннă
Вунă уйăхра 9,5 млрд тенкĕлĕх техника туяннă

– Республикăра ял хуçалăх техникине çĕнетессин хăвăртлăхĕ ÿссе пырать, çакă шанчăк çуратать. Çĕнĕ те хальхи самана ыйтакан техника пурри ака тата вырма ĕçĕсене хăвăрт та çухатусемсĕр тума, выльăх апачĕ хатĕрлеме май парать. Çакă, паллах, продукци пахалăхĕ çине те витĕм кÿрет. 2021 çулхи январьтен пуçласа октябрь уйăхĕччен регионти хуçалăхсем пĕтĕмĕшле тĕрлĕ йышши 428 трактор, 200 тĕш тырă тата 38 выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайн, 700 ытла сухаламалли, акмалли, çĕр ĕçĕ тумалли хатĕр тата ытти техника туяннă, – пĕлтернĕ республикăри ял хуçалăх министрĕн çумĕ Рамил Нуриахметов.
Çĕнĕ техника шучĕ ÿсес пулăм çине республикăра агропромышленность комплексĕн паркне çĕнетмелли программа пурри ырă витĕм кÿрет. Вăл 2011 çултанпа ĕçлет. Унпа усă курса аграрисене туяннă ял хуçалăх техникин тăкакĕсен çуррине, субсиди шайĕнче, тавăрса параççĕ. Ял хуçалăхне техникăпа модернизаци тума «Росагролизинг» АОн çăмăллăхсемпе усă курмалли программа пурри те çĕр ĕçченĕсене чылай пулăшать. Çулталăк пуçланнăранпа Пушкăртстанри хуçалăхсем асăннă компанипе 2,1 млрд тенкĕлĕх килĕшÿсем тунă. Паянхи кун тĕлне «Росагролизинг» 1,9 млрд тенкĕлех 354 тĕрлĕ техникăпа тивĕçтернĕ.
Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас