Шăпах çырма çывăхĕнчи хăрăк йывăçсем, шыва персе аннă типнĕ туратсем яла сăнсăрлатаççĕ те. Çынсем хăйсен вăйĕпе ялăн сăн-питне тирпей-илем кÿме тăрăшаççĕ. Сăмах май, И.И. Иванов пуçарăвĕпе Коммунистическая урамра «Ивушки» хайлавлă (искусственный) пĕве тунă. Вăхăт иртнĕçемĕн пĕве çыранĕ аркана пуçланă. Тăпра шыва ишĕлсе анни сахал мар йывăрлăх кăларса тăратма пултарать. Çак ыйтăва татса парас тесен çырана çирĕплетмелле. Паянхи кун ялăн хастар çыннисем асăннă ыйтăва ăнăçлă та вăраха ямасăр татса пама тăрăшаççĕ.
Субботник вăл - укçа-тенкĕ тÿлекен ĕç мар. Апла пулин те унта хутшăнакан кашни çын çав кунхине укçаран та хаклăраххине туянать, хăй тунă ĕçĕпе чунтан савăнать. Унсăр пуçне пĕр ял çыннисемпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлени кăмăла çĕклет. Çавăн пекех савнă ял территорине тирпей-илем кĕртес ĕçре тÿпе хывма пултарнине те ăнланса илме пулăшать.