Пур хыпар та
Новости
18 Ноябрӗн 2021, 12:05

«Пĕрремĕш учитель» палăкăн проектне суйласа илнĕ

Ĕпхÿ хулинчи Октябрьски район администрацийĕнче конкурс комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта пултарулăх ăмăртăвне тăратнă ĕçсен çĕнтерÿçине суйласа илнĕ. Мала тухнă проект тĕп хулан Зорге урамĕнчи «Пĕрремĕш вĕрентекен» сквера илем кÿрĕ.

«Пĕрремĕш учитель» палăкăн проектне суйласа илнĕ
«Пĕрремĕш учитель» палăкăн проектне суйласа илнĕ

Конкурсантсем палăк проекчĕн конкурсне хутшăнма заявкăсене сентябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕччен тăратма пултарнă. Çапла экспертсем пилĕк проектпа паллашнă. Комисси çĕнтерÿçе куçăн мар мелпе сасăласа палăртнă. Çавăн пекех конкурс комиссийĕн членĕсем палăка вырнаçтарма хавхалантаракан Лиза Киямовна Агадуллина Раççей Федерацийĕн тата Пушкăртстан Республикин халăх учителĕн шухăшне те шута илнĕ. Хĕрарăм унăн шухăшĕ майĕпен пурнăçа кĕнишĕн савăннине пĕлтернĕ, учитель профессине хисепе кăларакансене тата ăна асра хăварма тÿпе хывакансене тав тунă.

Сасăлавăн куçăн мар тапхăрĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 379 балл пухса Халит Галиуллин Ĕпхÿ скульпторĕн ĕçĕ мала тухнă. Ăстаçă доска умĕнче урок ертсе пыракан вĕрентекене тата парта хушшинче тимлĕн итлесе ларакан вĕренекене сăнланă.

Палăк Зорге урамĕнчи «Пĕрремĕш учитель» скверта вырнаçассине маларах пĕлтерĕмĕр. Сквера «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхĕ йĕркелесси» регион проекчĕн витĕмĕпе йĕркеленĕ. Вăл Ĕпхÿ çыннисен юратнă вырăнĕ пулса тăнă. 

#Башкортостан#Уралсасси#нацпроекты#Жильеигородскаясреда

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас