Пур хыпар та
Новости
18 Ноябрӗн 2021, 17:41

Пушкăртстанри вакцинаци пункчĕсене 19 пин доза «Спутник Лайт» илсе килнĕ

Республикăна  18 600 доза «Спутник Лайт» вакцина илсе килнĕ. «Спутник Лайт»  вăл  - пĕр компонентлă вакцина.

Пушкăртстанри вакцинаци пункчĕсене 19 пин доза «Спутник Лайт» илсе килнĕ
Пушкăртстанри вакцинаци пункчĕсене 19 пин доза «Спутник Лайт» илсе килнĕ

Унпа пĕр прививка çеç тăваççĕ, иккĕ мар. Унччен «Спутник Лайтпа» прививка тунă хыççăн вакцинаци сертификатне тÿрех илме пултарнă пулсан, халĕ  QR  код вăя кĕриччен 21 кун кĕтмелле.

Сăмах май каласан Lancet пĕтĕм тĕнчери медицина журналĕ «Спутник Лайта» хăрушсăр та тухăçлă тесе йышăннă, унпа ревакцинаци тума сĕннĕ.

Çĕнĕ кăшăлвирус инфекцийĕпе кĕрешекен регионти оперативлă штаб кăтартăвĕсем тăрăх, Пушкăртстана пурĕ  COVID-19 кĕрешекен 2 330 558 доза вакцина илсе килнĕ. Пĕрремĕш компоненчĕпе 1 839 591 çынна прививка тунă (вакцина тумалли çынсен 74%). Икĕ прививкăна та 1 549 469 çын тунă (62%).

Надежда РОДИОНОВА.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас